Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Ҫӑла ан сур, шывне хӑвах ӗҫӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

В (МЧЧЧФС)

Вара (варсене) тытса (кул, ахӑлтат т. ыт. те) держаться за бока [за животы]; син.: каҫса кайса кул, вар хытиччен кул.
Рамаш Трашукран тӗлӗннипе варне тытса кулса ячӗ. В. Паймен. Сунар станцине килнӗренпе ӑна никам та генерал тесе шутлас ҫук, чи кулӑшла халапсене вӑл ҫаптарать, хӑш чух темле мыскара шухӑшласа кӑларать те, юлташӗсем куҫӗсене шӑла-шӑла, варӗсене тытса ахӑлтатаҫҫӗ. М. Кипек.

Вар хытиччен (кул, ахӑлтат т. ыт. те) надрывать животики [кишки]; син.; каҫса кайса кул, вара (варсене) тытса кул.
Тӑван халӑха чылай ҫул хушши вар хытиччен култарнӑ. Чӑваш календарӗ.

Ватта тух стареть / постареть, становиться / стать старым, старее.
Тӗпре ларать мӑнаҫлӑн ҫеҫ пӑхса ватти, Ӑҫтан вӑл ватӑ-ха. Вӑл хӑй те вӑйпитти. Ҫур ӗмӗр пурӑнсах тухас-и-ха ватта? С. Шавли.

Вӑй (хӑват) ил крепнуть/окрепнуть, набираться/ набраться сил.
Вӑй илнӗ чӑвашӑн чӗлхи уҫӑлать. Хӑюллӑн пырать вӑл ялав патнелле. С. Элкер. Сурӑм шывӗ ҫак ял патне ҫитнӗ, шыв арманӗн ҫуначӗсене ҫавӑрмалӑх вӑй илет. Ю. Скворцов. Ҫумӑрпа вӑй илнӗ ыраш калчи пуҫ тайса хумханчӗ. В. Васильев-Уҫӑм. Граждан вӑрҫи хыҫҫӑн тӑват-пилӗк ҫултан Совет ҫӗршывӗ лайӑхах аталанса вӑй илчӗ. С. Элкер.— Тӗп тӑвӑр вӗсене [халӑх тӑшманӗсене]! — ян каять сасӑ Тухтар сӑмахӗпе хӑват илсе. Н. Илпек.

Вӑй кӗрет крепнет, становится крепким, сильным, более здоровым, выносливым.
Ан макӑр, ачам, ан макӑр... Акӑ сӗт ӗҫтеретпӗр те ӑна, хамаланать сан аннӳ, вӑй кӗрет ӑна. Л. Агаков. Вӑйлӑ ҫын ятласан, сан чунна вӑй кӗрет. Ю. Скворцов.

Вӑй кӗрт укреплять / укрепить кого.
Эппин, хирург операци туса пӗтернӗ, халь аманнине вӑй кӗртме, пурнӑҫ пама унӑн юн тымарӗсене часрах юн ярас пулать. Л. Агаков.

Вӑй [вӑй-хал, хал] пар придавать / придать силу кому-чему.
Ҫтаппан татса хуравлани Макҫӑма та вӑй пачӗ. Н. Мранькка. Ем-ешӗл чӑрӑшсем, хырсем, ҫап-ҫутӑ Атӑл хумӗсем чун-чӗрене вӑй-хал параҫҫӗ. В. Алентей. Халӑх чунне туйса тӑма пире Ҫак ҫӗр, ҫак шыв ӗмӗрлӗх хал панӑ. Ю. Семенов.

Вӑй [вӑй-хал] хур прилагать / приложить силы к чему, для чего, какие, направлять / направить усилия какие, кого, чьи, на что.
Савӑнӑҫ, ҫӗнтерӳ хӑй тӗллӗн килмест иккен. Уншӑн вӑй хумалла, кӗрешмелле, нумай тертленмелле. В. Алентей. Ырнине манса кайса ӗҫлетӗн кунӗн-ҫӗрӗн вӑйна-хална хурса. П. Васильев.

Вӑйран [халтан (халран)] кай выбиваться/ выбиться из сил.
Тӑвӑнса ҫитнӗ ӑшчиккине уҫӑлтарас тесе, вӑйран кайса ҫулчӗ Илюш, анчах лӑпланма пултараймарӗ. А. Артемьев. Темиҫе эрне выҫлӑ-тутлӑ пурӑнса халтан кайнӑскерсен тӳрӗ хӑпарма вӑй ҫитмерӗ. К. Турхан. Ҫурхи ака хӗрӳллӗ вӑхӑт мар-и? — Этем хирте ӗҫлет халран кайса. Я. Ухсай.

Вӑйран сулӑн [тайӑл] выбиваться / выбиться из сил.
Кӗрешсен-кӗрешсен, Мстислав вӑйран сулӑна пуҫларӗ. Ватла киле упӑтен куҫӗ вӑйран тайӑлнӑ. Хыпар.

Вӑйран [халран (халтан)] яр обессиливать / обессилить кого-что, мучить / измучить кого-что.
Халиччен пӗр сӑмахпа хирӗҫлемен Лариса ҫилленсе калани качча вӑйран ячӗ. В. Ухли. Сергейӑн кӗтӳ хыҫҫӑн ҫӳрес килмест, шӑрӑх хӗвел халтан ярать. Н. Патман.

Вӑй-хал пар. См. вӑй пар.

Вӑй-хал хур. См. вӑй хур.

Вӑлтана ҫаклан попадаться / попасться [поймӑться] на удочку, идти [поддаваться] / пойти [поддаться] на удочку.
Американецсем Джонсона юриех совет спортсменӗн хӑвӑртлӑхне улӑштарма хушнӑ иккен, Эпӗ ҫав ултав вӑлтине ҫакланнӑ. А. Игнатьев

Вӑраха [вӑрӑма, нумая] кай замедляться / замедлиться, задерживаться / задержаться, затягиваться / затянуться.
Ӗҫ вӑраха кайрӗ пирӗн. Иккӗмӗш позицие хӗвел тухас умӗн ҫеҫ туса пӗтертӗмӗр. Н. Илпек. Ҫумӑр вӑрӑма кайсан, ҫӗмелсене, тӗмӗсене салатмалла пулать. М. Трубина. Ҫӗр нумая кайнӑ, тул ҫутӑласси те инҫех мар, Кӑтра Михаля ҫемйинче никам та куҫ хупман-ха. К. Турхан.

Вӑраха [вӑрӑма] яр 1. затягивать / затянуть что; откладывать / отложить что; 2. запускать / запустить (о болезни).
1. Халӗ, ӗҫе вӑраха ямасӑр, пур тӗле те ҫитсе курма сӑмах пачӗ вӑл хӑйне хӑй. Т. Петӗркки. Сӑмахна вӑрӑма ан яр. 2. Кирек мӗнле куҫ чирне те пӑсӑлсанах тӳрлетме тӑрӑшас пулать, вӑраха яма юрамасть.

Вӑрӑма кай. См. вӑраха кай.

Вӑрӑма яр. См. вӑраха яр.

Вӑя кӗр крепнуть / окрепнуть, набираться / набраться силы.
Ҫур вӑхӑчӗ: юр нӑтӑртатать, ешӗл папка вӑя кӗрет, мӑнтӑр ҫӗр сывлӑш ҫавӑрать. Н. Илпек. Ун чух ҫӗршыв тин ҫеҫ Вӑя кӗретчӗ, вӑрҫи-харҫи иртсессӗн Хӑрӑнчӗ уй-хир. С. Шавли.

Вӗҫӗ-хӗрри курӑнмасть конца-краю не видно (не видать); син.: вӗҫӗ-хӗрри ҫук.
Малтанах мана вӑрҫӑ, пӗр-ик хут ҫапӑҫӑва кӗрсенех, пӗтессӗн туйӑнатчӗ. Анчах унӑн вӗҫӗ-хӗрри те курӑнмасть иккен. В. Алентей. Илемлӗ, аслӑ ҫакӑнти вӑрман, Пӗр-икӗ ӗмӗр пирӗнтен авал Вӗҫӗ-хӗрри ун ниҫта курӑнман. С. Элкер.

Вӗҫне ҫитер доводить / довести до конца (дело и т. п.).
Вася пӗр шухӑшланӑ япалана вӗҫне ҫитермесӗр пӑрахмасть. В. Ухли.

Вӗҫне тух приходить / прийти к концу чего.
Кунҫул вӗҫне тухатӑп эп пӗччен, Чун сивӗнчӗ ырӑ-усалтан. П. Хусанкай. Тарас Андреевич Алексеева кӗтрӗ. Пӗччен темӗн чухлӗ шухӑшласан та шухӑш вӗҫне тухаймарӗ. П. Львов.

Вӗҫне юл оставаться /остаться (с чем-либо малым, скудным).
Вӑл тырӑ вӗҫне юлсан, нумаях пурнас ҫук. М. Исаев — Бригадирсем виҫҫӗш те хӗрарӑмсем. Ҫапла-ҫке, Ятман, хӗрарӑм вӗҫне юлтӑмӑр ҫав. К. Турхан.

Вӗчӗ тыт держать [иметь] сердце на кого,. держать зло на кого, питать злобу к кому-чему, против кого, син.:юнав хыв.
Вӗчӗ ан тыт, сана, ятлӑ-шывлӑ ҫынна, вӑл килӗшмест, ҫапла ӑш-пиллӗ калаҫса татӑлар та, ӗҫӗ те пӗттӗр. К. Турхан. Николай Степанович вӗчӗ тытса ҫӳрекен ҫын мар-ха, унпа кирек хӑҫан та пӗр чӗлхе тупма пулать. В. Алакӗр.

Вирт каять загорается (лес или степь).
Ҫеҫенхирте вирт кайнӑ пек, Уя сасартӑк пӗтӗмпех хупларӗ пысӑк ҫулӑм. Я. Ухсай. Вирт каясран йӗри-тавра алтам, Алтам, ик юман шалча ҫакам. П. Хусанкай.

Вирт яр пускать / пустить пал, палить / спалить что.
Вирт ячӗ ман Ҫӗршыв ҫине, Инкек кӳрсе, этемлӗх мурӗ. Уйӑп М. Нимӗҫсем хӑйсем тухса кайнӑ чух ӑна вирт те ярасшӑн пулнӑ, анчах те курӑкӗ чӗрӗ пулнӑ, те ҫанталӑкӗ лӑпкӑ тӑнӑ, вӑл лаптӑк-лаптӑк ҫеҫ ҫуннӑ. В. Сатай.

Виҫерен ирт выходить/выйти из себя.
Яруткина вара чутах виҫерен те иртсе каятчӗ — тем-тепӗр калама тапратрӗ Василисӑна, пӑсӑрлантарчӗ кӑна. А. Лазарева.

Виҫерен [ҫемӗрен, картран, чикӗреш] тух переходить / перейти границы дозволенного, выходить / выйти из себя.
Анчах ку хӗр [Хветтис] картран тухса кулаканни мар. Виҫерен иртмест вӑл. В. Ухли. Титан кӑмӑлӗ пӑсӑлчӗ. Ҫапах та колхоз председателӗ хӑйне мӗнлерех тытмаллине чухлать. Вӑл нихҫан та сасартӑк виҫерен тухмасть. В. Алентей. Учитель шкулта ҫук чухне хӑш-пӗр ачисем чикӗрен тухса ашкӑннӑ. С. Элкер.

Вут витӗр кӑлар заставить пройти сквозь огонь и воду кого.
Вӑрҫӑ пире вут витӗр кӑларчӗ. А. Еҫхӗл.

Вут [вутпа ҫулӑм] витӗр тух пройти огонь и воду [огни и воды].
Вутпа ҫулӑм витӗр тухнӑ, пӗрне-пӗри ҫав тери юратакан каччӑпа хӗре манӑн телейлӗ тӑвас килет. Н. Терентьев. Эй, халӑхӑм! Вут витӗр тухрӑн Ҫирӗпленсе те хӑйранса. Ю. Семенов.

Вут [вутлӑ] ҫумӑр ҫӑвать огненный дождь идет.
Вут ҫумӑр ҫӑвать ҫумра, Ҫире снарядсем ҫухӑраҫҫӗ, Ҫаран хӗрелет ҫулӑмра, Ҫунса ялкӑшать хура ҫӗр. А. Алка. Салтакӑн, вутлӑ ҫумӑр ҫусан та, тухса каяс пулать. Л. Агаков.

Вут тӗрт 1. поджигать / поджечь что, совершать / совершить поджог чего; 2. разжечь (пожар войны).
1. Ҫуркунне пӗр амӑшӗпе ҫеҫ пурӑнакан Кирле пӳртне вут тӗртсе ҫунтарса ячӗҫ. А. Емельянов. 2. Ах, Белорусси! Кӗл пултӑн пулӗ. Хаяр тӑшман вут тӗртрӗ-ҫке. П. Хусанкай.

Вут хур разводить / развести костер [огонь].
Маларах ҫитнӗ Кушка ачисем Улӑп тӗми тӑррине вут хунӑ. Т. Петӗркки.

Вут хут топить / затопить печку.
Пысӑк мар уйрӑм пӳрт. Халь кӑна вут хутса кӑларнӑ та, пӳртре ӑшӑ. И. Тукташ.

Вут хыпать 1. загорается; 2. охватывает пламя (напр. народного гнева); 3. загорается пламя войны.
1. Пӳрте вут хыпрӗ. 2. Сенат площадӗнчи тӗтем сирӗлсе пӗтеймен, Францие вут хыпса илнӗ. Хв. Уяр. 3. Ӗмӗтсем сан та, ман та пӗрре: Тӗнчене вут ан хыптӑр нихҫан. Ю. Семенов.

Вут хыптар 1. зажигать / зажечь что; 2. заставить зажечься (каким-либо сильным чувством, страстью).
1. Пилеш ытти йывӑҫсене, хуллен-хуллен ҫил вӗрсенех, Пултарӗ час вут хыптарма. Г. Ефимов. — Вут хыптаракан бомбӑсем ан пӑрахчӑр шуйттансем, — терӗ Ванюшка, пӗр самолечӗ вӑрман тӗлне ҫитсе каялла ҫаврӑннине кура. Л. Агаков. 2. Пӑчӑртанса тухсан куҫҫулӗ Наталие вут хыптарать. П. Хусанкай.

Вута кӗр в огонь и в воду идти / пойти за кого-что» за чем.
Хӑй тусӗшӗн салтак кӗрет вута, Вилӗмпеле тӑрать вӑл куҫа-куҫӑн. А. Галкин.

Вутпа выля [алхас] играть [шутить] с огнем.
Юлташӑм, тӳпемӗр сенкерӗ Ҫиҫет кантӑк евӗр таса. Ӑна ан хуплатӑр тискеррӗн тӑшман вутпала алхасса. А. Лукин.

Вутпа ҫулӑм витӗр тух. См. вут витӗр тух.

Вырӑн йышӑн занимать / занять место какое.
Чӑваш халӑхӗнчен тухнӑ юрӑ ӑстисем хушшинче ватӑ юрӑҫӑ Гаврил Федоров хисеплӗ вырӑн йышӑнать. Чӑваш календарӗ.

Вырӑна кӗр исполняться / исполниться, осуществляться / осуществиться.
Унтрин ачаранпах хулана вырнаҫас та унта тутӑрах та тасарах пурӑнам тенӗ ӗмӗчӗ вырӑна кӗмерӗ. С. Элкер. Хӑйсен шухӑшӗ вырӑна кӗнӗшӗн кашни пионер, кашни комсомолец хавасланса утса пырать. М. Трубина.

Вырӑна ларт ставить [назначать] / поставить [назначить] на должность кого, какую.
Мирлӗ строительство тапхарӗ пуҫлансан, В. В. Куйбышева парти чи ответлӑ та йывӑр вырӑнсене лартать. Чӑваш календарӗ.

Вырӑна хур 1. принимать / принять во внимание что; 2. придавать / придать значение какое-чему; 3. почитать кого-что; считать кого-что, кем-чем, за кого-что.
1. Эпӗ вӗсем каланине пӗтӗмпех вырӑна хурса пытӑм. 2. Хӑш чухне ачасене ӑнланмастпӑр, йӑнӑшатпӑр, вак-тӗвексене вырӑна хумастпӑр. Т. Петӗркки. 3. Ватӑ кӗтӳҫ ашшӗне ырӑпа асӑнни, хӑйне ҫитӗннӗ ҫын вырӑнне хурса алӑ пани Кӗҫтене савӑнтарчӗ. В. Сатай.

Вырӑнпа вырт лежать в лёжку, лежать в постели (тяжело болеть).
Пӳртре чирлӗ арӑмӗ вырӑнпах выртнӑ. С. Лашман.

Вырӑнтан [ӗҫрен] кӑлар снимать/снять с работы кого, кого за что, отстранять / остранйть от должности кого за что.
Шыҫмак Ваҫлейӗ вулӑсра пӗр вӑхӑтра ямшӑк чупрӗ. Унтан ӑна тиркесе пӑрахрӗҫ, вырӑнтан кӑларчӗҫ. Н. Илпек. Ӗнер мана кая юлнӑшӑн вӑрҫса пӗтерчӗ, ӗҫрен кӑларассипе хӑратать. А. Артемьев.

Вырӑнтан тух увольняться / уволиться с работы, оставлять /оставить службу.
Ҫав хута алӑ пуснӑшӑн нумайӑшин вырӑнтан тухмалла пулчӗ, сута лекмелле пулчӗ. Хыпар.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-12-16 21:44:04 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 6931 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем